Тӳре-шара та халӑх тетелӗсенче страница уҫнӑ. Юлашки вӑхӑтра «Инстаграм» анлӑ сарӑлчӗ. Тик-Ток та унран юлмасть. Тӳре-шара ку халӑх тетелӗнче те ларать.
Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу та Тик-Токра видеосем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Тухтӑрсем реанимобильте экскурси ирттереҫҫӗ, искусственнӑй майпа сывлаттармалли аппарат мӗнле ӗҫленипе паллаштараҫҫӗ, вертолетран курӑнакан тавралӑха та ӳкереҫҫӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрсем аккаунта нумаях пулмасть уҫнӑ. Апла пулин те унта видеосене пӑхакансем самай. Медсестрасем экскурси ирттернине, тӗслӗхрен, 116 пин ҫын пӑхнӑ.
Паллах, шурӑ халатлисем видеосене ӗҫ вӑхӑтӗнче мар, ун хыҫҫӑн е канмалли кун ӳкереҫҫӗ. Кӗҫех вӗсем пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине вӗрентӗҫ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова паян сӑмах ӑстисен палӑкӗсем пирки сӑмах хускатнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче сӑмах хускатнӑ, ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне ҫирӗплетме чӑваш ҫыравҫисен вил тӑприйӗсем ҫинчи палӑксене ӳкерсе илсе вырнаҫтарнӑ.
Лидия Ивановна пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑксен шӑпи пирки пӗлтӗрех, «Капкӑн» сатира журналне йӗркеленӗ Иван Мучи юбилейне хатӗрленнӗ чухнех сӑмах хускатнӑ. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пытарнӑ ҫыравҫӑсен палӑкӗсем япӑхни пирки хула влаҫӗсем патне ҫыру та ҫырнӑ иккен.
Ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх ирттернӗ-ха. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрмеленсе, ҫурӑлса пӗтнӗ палӑксем патне хальлӗхе никамӑн та алӑ ҫитеймен. Кӑҫал, ав, чӑвашсенчен халӑх поэчӗ ята пуҫласа тивӗҫнӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Ирӗксӗрех палӑк пирки те аса илӗн.
Лидия Филипповӑна Иван Мучин, Хумма Ҫеменӗн, Иван Ивникӑн, Николай Шелепин, Илле Тӑхтин, Даниил Эльменӗн тата ыттисен палӑкӗсен тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. «Патшалӑх политиксӗр, е, тен, депутатсен пулӑшӑвӗсер май ҫуках-тӑр», — тесе шухӑшлать Лидия Филиппова.
Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.
Малашне Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче куҫман пурлӑх патшалӑх реестрӗнчен выписка та илме пулать. Ҫӗнӗ электронлӑ сервиса РФ Цифра министерствипе Росреестр хута янӑ.
Анчах документа илме порталта учетлӑ ҫыравӑн ҫирӗплетни пулмалла. Вӑл харпӑр кабинета электронлӑ документ пек килет. Ӑна Росреестрӑн должноҫри сӑпачӗ тӗрӗслесе алӑ пусать, пичет те пулать. Документа илнӗшӗн Росреестр палӑртӑ чухлӗ укҫа тӳлемелле.
2022 ҫул вӗҫне порталта Росреестрӑн массӑллӑ пӗтӗм пулӑшӑвне пама тытӑнасшӑн.
TikTok валли видеоролик ӳкернӗ май шкулта вӗренекен икӗ хӗрача улӑм тивертнӗ те Пермь крайӗнчи фермӑна ҫунтарса янӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче крайри ГУ ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Икӗ шкул ачи ӗнер Нытва районӗнчи фермӑна лекнӗ те унта 195 т ытла улӑм капанӗсем тупнӑ. Ролик ӳкерес тесе вӗсем улӑм куписене вут тивертсе сӳнтерме тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм тухнӑ хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ хыпса илнӗ, хӗрачасем вара тарнӑ.
Ферма пурлӑхӗ 150 пин тенкӗлӗх ҫунса кайнӑ. Кам вут тивертнине участковӑй палӑртнӑ. Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем хӗрачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫу ирттернӗ.
«РИА Новости» полици ҫапла хыпарланине пӗлтерет: «Ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӑн «Ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитменнисене ӳстерес тата воспитани парас тӗлӗшпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни» 5.35 статьян 1-мӗш пайӗ тӑрӑх административлӑ майпа йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырнӑ».
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ферма хуҫи суд урлӑ вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен сиен кӳнине шыраса илме пултарать.
Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ.
Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ.
«Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор.
Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторнех ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса пачӗ. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем!
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян чӑваш чӗлхи тавра ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ май йӗркеленӗ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — компьютерта тата смартфонра чӑвашла ҫырнӑ чухне чиксе тухакан йывӑрлӑхсем. Уйрӑмах пухӑннӑ халӑха тӗрлӗ учрежденисенче тӗрлӗрен майсемпе усӑ курса ҫырни канӑҫ памасть. «Чӑваш шрифчӗсемпе» усӑ курса ҫырнисем пурин те вуланмаҫҫӗ, теприсен «ӳ» вырӑнне икӗ пӑнчӑлли тухать тата ытти те.
Уйрӑмах смартфонсем ҫинче чӑвашла ҫырма йывӑрри пирки калаҫрӗҫ. «Яндекс.Клавиатура», «GBoard» йышши сарӑмсем пур пулин те вӗсем ҫинчен халӗ те пурте пӗлмеҫҫӗ. Play.Market-ра вырнаҫнӑ ытти тӗрлӗрен сарӑмсем те чылай йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ — хӑшӗ-пӗри чӑвашла ҫырма май парать пулин те, анчах пур саспаллине те пичетлеме май памаҫҫӗ иккен.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара патне ҫырупа тухма йышӑнчӗҫ. Унта чӑвашла ҫырас меле стандартизацилеме, тӗрлӗ учрежденисене хальхи меслетсем ҫине куҫарас ӗҫре тата чӑвашла сарӑмсене операци системисене хушас ӗҫре пулӑшма ыйтса ҫырӗҫ.
Мари Элти пӗр усламҫӑ хӑй сутакан тавар ятне чӑвашла капӑрлатать. Кун пирки Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗ Геннадий Иванов-Орков Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Реклама мар, кӑмӑллӑ пулӑм! Ҫак ӳкерчӗксенче, калӑн, Раҫҫей пӑрҫиллӗ, ахаль суту-илӳ маркиллӗ ахаль хутаҫ. Анчах курӑнмалла вырӑнта чӑваш сӑмахӗ пур. Вӑл — топоним, Тутарстанри чӑваш ялӗ. Унта чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ», — тесе ҫырнӑ ӳнерҫӗ. Пӑрҫана Мари Элти Звениговӑри Казанков усламҫӑ фирминче тултараҫҫӗ иккен. Сиктӗрмере ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхне хисеплесе, асра тытса пӑрҫа хутаҫне чӑвашла илемлетнӗ.
Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ тӑрӑх, Петӗр Хусанкай тӑванӗ лекет. Казанков Шупашкарта тата Чӑваш Енре хӑйӗн продукцине сутать иккен.
Чӑваш ташшин ӑсталӑхне алла илнисен ҫавна ҫавна ҫирӗплетсе паракан видеосене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене ятарлӑ хештегсемпе вырнаҫтарма май пур.
Ҫак кунсенче «Контактра», «Инстаграм», «Фейсбук», «Пӗр класрисем» социаллӑ сетьсенче чӑваш ташшин пӗрремӗш урокне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш ташшине профессилле ӑста хӑнӑхтарать. Ролика пӗр-ик сехетрех темиҫе пин ҫын пӑхнӑ.
Ҫӗнӗ видеона кашни эрнесерен вырнаҫтарӗҫ. Ӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗччен (ун чухне Пӗтӗм тӗнчери ташӑ кунӗ шутланать) лартса пырӗҫ.
Ташлама вӗреннисене видео ӳкерсе илсе #республиканаволге и #танцы21 хештегсемпе лартма сӗнеҫҫӗ.
Канаш тӑрӑхӗнчи «Канаш» тата «Канаш Ен» хаҫатсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче йышлӑ вулаҫҫӗ. «Контактра» вӗсен 7,3 пин тус, «Пӗркласрисем» ушкӑнра — 5,6 пин, «Instagram»-ра — 5,3 пин. Унсӑр пуҫне «Яндекс Дзен»-ра тата Фейсбукра каналсем уҫнӑ. «ТикТокра» та хӑйсен тусӗсене шыраҫҫӗ.
Канаш район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова тӗнче тетелӗсӗр хальхи вӑхӑтра май ҫук тесе шухӑшлать, ҫавӑнпа мӗнпур майпа тулли усӑ курма тӑрӑшнине пӗлтерет.
«Пичет кӑларӑмӗсен, сайтӑн, халӑх ушкӑнӗсен аудиторийӗ пачах расна. Апла пулин те эпир хыпарсене кашни патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑн валли тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа усӑ куратпӑр», — тенӗ Людмила Шурекова «Чувашинформ.рф» сайта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |